Çĕмĕрле хулинчи «Пĕтĕмĕшле пĕлў паракан 8-мĕш гимназинчи» вулавăшра «Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Çак конкурса чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Эпĕ чăваш лакалаçатăп» акции шайĕнче ирттернĕ.
Ачасем чăваш сăввисене тăрăшса вуларĕç. Вулава ачасем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чи пултаруллисем те палăрчĕç. Саламлатпăр. Малалла та ăнăçусем тума сунатпăр. Маттур!
Гимнази вĕренекенĕсем чăваш чĕлхине упраса хăварассишĕн тата аталантарассишĕн тăрăшаççĕ.